Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, ачасем шкула каяҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ялӗнче вара шкул ачи пушар кӑларнӑ.
81 ҫулти кинемейӗн килӗнче сарай ҫунма тытӑннӑ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑпа тырра ҫийӗнчех ҫулӑм хыпса илнӗ.
Малтанах шӑпӑрлан пушара хӑй сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах кӑлӑхах. Вырана ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗсем патне каҫма паман. Анчах сарай тата икшер тонна утӑпа тырӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Сӑмах май, ҫав кунах ҫӗрле Красноармейски районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула тухма пултарнӑ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӑл амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн штраф тӳленӗ.
Штрафӗ пысӑках мар — 100 тенкӗ ҫеҫ. Хӗрарӑм пысӑк айӑпӗнчен ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Вӑл ачине выҫӑ лартнӑ.
Тӑвай районӗн прокурорӗ административлӑ ӗҫ материалӗсене пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗрне тӗрӗсленӗ чухне тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, йӑлтах вараланчӑк пулнӑ. Таса мар тумпа ларакан ачан вара ҫимелли пулман. Хӑй хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ.
Тӑвай районӗн прокурорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ йӗркене пӗрремӗш хут пӑсакансене асӑрхаттару параҫҫӗ. Кайран вӗсен ҫирӗпрех явап тытма тивӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперативӗнче председательте ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ӗҫченӗсене икӗ уйӑх ытла ӗҫ укҫи тӳлемен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Енӗш Нӑрваш ялӗнчи ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗҫлекен 18 ҫынна пӗлтӗрхи ҫурларан пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм 500 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ. Тепӗр 37 ҫынна виҫӗ уйӑх ытла шалу паман. Кассӑра тата счетсем ҫинче вара ӗҫ укҫи тӳлемелӗх укҫа-тенкӗ пулнӑ.
Председателе ӗҫрен кӑларса ярсан парӑмсене татнӑ. Халӗ бухгалтерире суд экспертизи ирттерес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова районти тӳре-шара тыткаларӑшӗпе килӗшмесӗр суда кайнӑ. Пакунлӑ ҫын хӑйне хӳтӗлес тесе ҫӳремен-ха. Вӑл ҫын ачишӗн пӑшӑрханнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа-ха эппин.
Тӑвай район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссийӗ 29 ҫулти хӗрарӑма амӑш тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн асӑрхаттарнипех ҫырлахас тенӗ. Прокуратура ку йышӑнӑва тишкернӗ те, пӗчӗк ача амӑшӗ унччен те хӑйне пӳтсӗртерех тытнине, эрех-сӑрапа айкашнине, ачине йӗркеллӗ пӑхманнине, уншӑн хайхине штрафланине асӑрханӑ. Штрафӗ пысӑках пулман-ха — 100 тенкӗ. Тепӗр тесен, витӗмӗ укҫа виҫинче мар-ҫке: ҫын тӑна кӗнипе-кӗменнинче. Унччен асӑрхаттарса административлӑ майпа явап тыттарни те хӗрарӑма улӑштарайман. Маларах пӗрре явап тыттарнӑ ҫын тӗлӗшпе саккун та ҫирӗпрех мера йышӑнма хистет.
Асӑннӑ самантсене шута илсе прокуратура ҫул ҫитменнисен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама суда ҫитнӗ. Тӳре прокурор ыйтнипе килӗшнӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче инкек пулнӑ. 50 ҫулти арҫын пӗвене шыва кӗме кайнӑ, анчах вӑл унтан тухайман.
Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. МЧС ӗҫченӗсем патне 11 сехет те 25 минутра шӑнкӑрава ҫитнӗ. Ҫынсем пӗвере арҫын путни пирки хыпарланӑ.
Ҫав арҫын, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗве варрине ишсе ҫитнӗ те хытса тӑнӑ. Малтанах ҫынсем вӑл канать тесе шухӑшланӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан хускалман. Пулӑҫсем пулӑшма пынӑ, анчах кая юлнӑ. Арҫын ун чухне пуҫӗпе аялалла тӑнӑ, сывламан.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн шыва кӗнӗ чухне чӗри чарӑнма пултарнӑ. Пулӑҫсем унӑн виллине хӑйсемех ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнӑ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ пулсан, ку хыпара шӳт вырӑнне йышӑнма юратчӗ, анчах пӗртте шӳтлеместпӗр.
«Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ.
Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине нумаях пулмасть ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ.
«Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.
Шупашкарти паллӑ ҫак кондитер хапрӑкне Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ Валерий Иванов чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Тӑвай районӗн ҫынни мамонтӑн виҫӗ шӑлне тупнӑ. Вӑл ӑна Тӑвайри палеонтологи музейне йӑтса килнӗ. Ҫапла музей экспонатпа пуянланнӑ.
Тӑвай районӗн территорийӗнче темиҫе 10 пин ҫул каялла мамонтсем пурӑннӑ. Ҫакна Иван Владимирович Петров тупнӑ шӑлсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Арҫын мамонт шӑлӗсене ҫырмара тупнӑ. Вӑл вӗсене тӳрех музее йӑтса кайнӑ. Сӑмах май, Тӑвайри палеонтологи музейӗнче мамонтӑн пӗҫӗ шӑмми тата темиҫе шӑл унччен те пулнӑ ӗнтӗ.
Муниципалитетсене ертсе пыракансен тата муниципалитет служащийӗсен Республика кунӗ тӗлӗнче канма вӑхӑт пулман. Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем асӑннӑ ӗҫре тӑрмашакансен IX кунне хутшӑннӑ. Кӑҫал ӑна Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ирттернӗ.
Мероприятине хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен пуянсене укҫа-тенкӗ хывма илӗртӳллӗ регион пулнине, влаҫра ларакансем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.
Тӗрлӗ тупӑшӑва тухнисен утӑ ҫулма та, мечӗк хӑвалама та тивнӗ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» номинацире ку ята Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пыракан Сергей Мульдияров ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев.
Хутӑш эстафетӑра Шупашкар районӗ мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — куславккасем, виҫҫӗмӗшӗнче — сӗнтӗрвӑррисем.
Тӑвай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн пӗр ӗҫтешӗ каллех ҫапӑҫнипе суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем вӗҫне ҫитернӗ.
44 ҫулти арҫын халӑх тарҫи шутланнисӗр пуҫне фермер хуҫалӑхне ертсе пырать. Тар тӑкса вӑй хунипе пӗрлех ҫав этем арӑмне тытса «юсама» та вӑхӑт тупать.
Ака уйӑхӗнчи пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл мӑшӑрӗ трактор сутма шут тытнишӗн тарӑхса кайнӑ. Ҫак техника малтан арҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, кайран ӑна мӑшӑрӗ ҫине куҫарнӑ. Трактор пирки хирӗлнӗ май арҫын хӗрарӑма малтан ҫӳҫрен ярса илнӗ, кайран хулпуҫҫине тата ал лаппине ыраттарнӑ. Ҫапӑҫакан арҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.
Маларах арҫынна арӑмӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн виҫӗ хутчен пуҫиле майпа айӑпланӑ: 2013 тата 2014 ҫулсенче ӑна штрафланӑ тата ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, 2014 ҫулта — хӑй тӗллӗн хӑтланнишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |